Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра пурӑнакан ӳсӗр водителе тытса чарассишӗн пӑшалпа усӑ курма тивнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах Канаш районӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр водитель тӗлӗшпе пакунлисем протокол ҫырма пуҫланӑ. Ҫав самантра вырӑна ҫамрӑксемлӗ икӗ машина пырса ларнӑ. Вӗсенчен пӗринче водителӗн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫак ушкӑн протокол ҫырнине хирӗҫ пулнӑ. Ӳсӗр водитель вырӑнтан тарас тенӗ, анчах полицейски ҫула пӳлнӗ. Ҫав самантра водителӗн ывӑлӗпе тепӗр ҫамрӑк пакунли ҫине сиксе ӳкнӗ, тапса, ҫапса пӗтернӗ. Инспектора вӗсем ҫӗр ҫине ӳкернӗ. Водитель тата унӑн ывӑлӗ каллех тарма пӑхнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри ӗҫри пӑшалпа асӑрхаттармалла малтан сывлӑша пенӗ, унтан машина кустӑрмине персе шӑтарнӑ.
Ҫак пӑтӑрмаха пӗлсен Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хайӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ӳсӗрле руль умне ларнине тата пакунлисемпе хирӗҫнине вӑл ырламан. Пуҫтахсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе епле тишкернине вӑл хӑй сӑнаса тӑма шантарнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.
Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Тата тепӗр пӗр клуба тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе хыснаран 102 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Шупашкар райнӗнчи Кармашра, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра тата Комсомольски районӗнчи Тукайра пулӗҫ. Елчӗкри культура ҫуртне вара тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр пилӗк районта – Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче – ултӑ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ.
2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫланӑ. Анчах ӑна пула пушар тухма пултарнине асра тытмаҫҫӗ ахӑртнех. Республикӑра кун пек тӗслӗхсем пулни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Улатӑрта вӑрман участокӗ ҫуннӑ. Пӗтӗмпе - 90 гектар. Пушар типӗ курӑк ҫунтарнӑран тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Вӑрманти пушара 110 ҫын сӳнтернӗ, 14 техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк сӳнтерме 12 хутчен тухнӑ. Кун пек тӗслӗхсем Элӗк, Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Шупашкар хулинче пулнӑ.
Канаш районӗнче пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 16 сехет те 55 минутра мотороллер кювета чӑмнӑ. Руль умӗнче 36 ҫулти арҫын ларнӑ.
«Муравей» мотороллер рулӗ умне ларнӑ арҫын Кивӗ Шелттем ялӗ ҫывӑхӗнче кювета чӑмнӑ. Ҫакна куракансем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем килнӗ ҫӗре водитель тӑна кӗнӗ. Анча хайхискер ӳсӗр пулнӑ, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине тата ӑҫта пулнине ӑнланайман. Фельдшерсем аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Кайран вӑл чӑнах та ӳсӗр пулни ҫирӗпленнӗ.
Мотороллер ҫуллахи резинӑпа тата номерсемсӗр пулнӑ.
Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ.
Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ паратчӗҫ. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ.
«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне.
Маларах асӑннӑ программӑпа Канаш, Патӑрьел, Шупашкар районӗсене ытларах суйлаҫҫӗ.
Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван тӑрӑхӗнче республикӑри паллӑ ҫынсем вырӑнти шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Канаш районне Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай (вӑл – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫи), Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, ҫыравҫӑ тата радиожурналист Ольга Тургай, Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Никитин-Станьял, ЧППУн профессорӗ Юлия Димитриева (вӑл —«Ҫеҫпӗл» фильмра поэт сӑнарне калӑпланӑ Иосиф Дмитриевӑн мӑшӑрӗ). Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем пурте — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе тата Ҫеҫпӗл ялӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсем.
Хӑнасем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранне Анатолий Орлова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ят пани ҫинчен калакан свидетельство панӑ. Иосиф Димитриева та (вӑл пирӗнпе юнашар ҫук ӗнтӗ) ҫак ята пама йышӑннӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен хута унӑн мӑшӑрне Юлия Димитриевӑна панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |